Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ-ӑшӑтман ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма пуҫланӑ. Анчах ӑна пула пушар тухма пултарнине асра тытмаҫҫӗ ахӑртнех. Республикӑра кун пек тӗслӗхсем пулни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Улатӑрта вӑрман участокӗ ҫуннӑ. Пӗтӗмпе - 90 гектар. Пушар типӗ курӑк ҫунтарнӑран тухнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Вӑрманти пушара 110 ҫын сӳнтернӗ, 14 техника хутшӑннӑ. Сӑмах май, иртнӗ талӑкра ҫӑлавҫӑсем ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк сӳнтерме 12 хутчен тухнӑ. Кун пек тӗслӗхсем Элӗк, Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Патӑрьел районӗсенче, Шупашкар хулинче пулнӑ.
Тӗнче коронавирусран хӑраса ларнӑ вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи ватӑсем акӑлчан чӗлхине ӑша хываҫҫӗ. Ҫак эрнере унта пӗрремӗш заняти иртнӗ.
Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти «Английский для всех» (чӑв. Акӑлчан чӗлхи пурин валли те) занятие социаллӑ консультаци уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Ирина Серапионова ирттернӗ. Вӗренме пынисем — «Оптимист» клуба ҫӳрекен хастарсем.
Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ют чӗлхе вӗренни ватӑсемшӗн питех те усӑллӑ. Пуҫ мимине ӗҫлеттернӗ май вӑл ватӑласран пулӑшать.
Акӑлчан чӗлхине пӗчӗкшерӗн вӗренме сӗнеҫҫӗ. Ирхи гимнастика евӗр. Сахалшар тата вӗҫӗмех. «Тӑрӑшсан пурте вӗренейӗҫ», — хавхалантараҫҫӗ унта ватӑсене.
Шупашкар районӗнчи Ишлейри участок пульницинчи уйрӑмсен заведующийӗсене штата чакарасси ҫинчен уведомленисем панӑ сӑмах ҫав тӑрӑхра хӑвӑрт сарӑлнӑ. Ҫав хутра хайхисен должноҫӗсене пуш уйӑхӗн 15-мӗш хыҫҫӑн пӗтерессине систернӗ имӗш.
Ҫӗнӗ хыпара илтнисем Ишлей пульницине хупаҫҫӗ тесе пӑлханса кайнӑ. Ку ыйтупа пуш уйӑхӑн 18-мӗшӗнче Ишлейри культура ҫуртне халӑх зал тулли пуҫтарӑннӑ. 200-е яхӑн ҫын пулнӑ. Халӑха пухма районти коммунистсем те ҫине тӑнӑ.
Пухӑва Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Субботин ертсе пынӑ. Ҫынсем ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинчен мӗншӗн никам килмен тесе кӑсӑкланнӑ. Пухӑва Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Михаил Алексеев хутшӑннӑ. Штата чакарас тенӗ йышӑнӑва пӑрахӑҫланине пӗлтернӗ вӑл. Уйрӑм заведующийӗсем унчченхиллех ӗҫлӗҫ.
Шупашкар район администрацине паянтан ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑнӗ. Ку должноҫе Николай Хорасев йышӑннӑ.
Аса илтерер: Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Димитриев нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑччӗ. Ӑна Гостехнадзора ертсе пыма шанчӗҫ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унтисем район пуҫлӑхӗ пулнӑ Николай Хорасева администраци пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ. Унпа контракта икӗ ҫуллӑха алӑ пуснӑ.
Николай Хорасев Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ. РФ Шалти ӗсен министерствин Юридици институтӗнче вӗреннӗ. «Химпромра», ШӖМ тытӑмӗнче, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Вӑл «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медальне тивӗҫнӗ.
Шупашкар районӗнчи Котеркассинче пурӑнакансем ҫуркуннепе кӗркунне ҫул ҫуккипе нушаланаҫҫӗ. Кӑҫал кӑна мар ӗнтӗ. Ҫуркунне, юр ирӗлсен, уйрӑмах йывӑр. Котеркассисен уй урлӑ каҫма тивет-мӗн. Хӗлле, ҫил-тӑман вӗҫтернӗ чух та, Котеркасси ял ҫыннисене чарӑнӑва ҫитме йывӑррине, вӗсен упаленсе тенӗ пек ҫӳреме тивнине пӗлтернӗ. Вырӑнтисем ҫавӑ пӗртен-пӗр ҫул тесе ӗнентереҫҫӗ.
«Эпӗ — нумай ачаллӑ амӑшӗ. Манӑн та, ялти ытти ҫыннӑн та чарӑнӑва уй урлӑ тухма тивет. Урӑх ҫул ҫук пирӗн», — кӑмӑлсӑрланса пӗлтернӗ Котеркассинчи ҫамрӑк хӗрарӑм республикӑри МИХсенчен пӗрине.
Хаҫата ҫӑхавличчен вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне ҫитнӗ-мӗн. Анчах лешӗ нимӗн те тумасть иккен. Вӑл ҫул сарма мар, хуравлама та ӳркеннӗ.
Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» тата «Земство фельдшерӗ» программӑсемпе яла ӗҫлеме каякансене ытларах тӳлеме пуҫлӗҫ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ.
Земство тухтӑрӗсене маларах 1 миллион тенкӗ, фельдшерӗсене ҫур миллион тенкӗ паратчӗҫ. Ӳлӗмрен тухтӑрсене 1,5 миллион тенкӗ пама тытӑнасшӑн, фельдшерсене — 750 пин тенкӗ. Ку укҫа аякри, ҫитме йывӑр ялсене ӗҫлеме вырнаҫнисене лекӗ. Ун пек территорисене палӑртассипе халӗ ӗҫлеҫҫӗ.
«Земство тухтӑрӗ» программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ хыҫҫӑн 471 килӗшӳ тунӑ, фельдшерсемпе — 63. Юлашкинчен каланисенчен 30-шӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене ӗҫе вырнаҫнӑ, 33-шӗ — васкавлӑ медицина пулӑшӑвне.
Маларах асӑннӑ программӑпа Канаш, Патӑрьел, Шупашкар районӗсене ытларах суйлаҫҫӗ.
«Россельхозбанк» акционерсен обществин Чӑваш Енри филиалӗ ялти ипотекӑпа усӑ курас кӑмӑллӑ пӗрремӗш ҫемьене кивҫен укҫа панӑ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан Таймаскинсен ҫамрӑк ҫемйи илнӗ. Вӗсем кредитпа ҫӗр тата пӳрт туяннӑ та ӗнтӗ.
«Ял ипотеки программа пирки илтсенех эпир тӑван поселокра ҫурт туянас терӗмӗр. Пирӗн икӗ хӗр. Вӗсене ялти пӳртре лайӑхрах пулӗ. Выляма та ача-пӑча валли вырӑн ытларах. Ҫӗр ҫинче вара теплица вырнаҫтарасшӑн», – хавхаланса калаҫнӑ кил хуҫи Даниил Таймаскин.
«Ял ипотеки» программӑпа кредита 25 ҫул таран илме пулать. Унӑн виҫи тӗрлӗрен. Ӑна 100 пин тенкӗрен пуҫласа 3 миллион тенкӗ таран параҫҫӗ. Алӑра кирлӗ суммӑн 10 процентӗнчен кая мар пулмалла.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан арҫын палламан ҫынпа туслашса улталаннӑ. Ҫакӑн пирки вӑл пакунлисене чун уҫнӑ. 34 ҫулти арҫын спорт матчӗ пуҫланичченех 20 пин тенкӗ выляса янӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Кӳкеҫ ҫынни палламан ҫынпа халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ тус хӑйӗнпе Питӗр ҫынни тесе паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи юлташсем спорт ӑмӑртӑвӗсене кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Тата вӗсен тепӗр пӗр пеклӗх те тупӑннӑ. Спорт матчӗсем пуҫланиччен ставкӑсем тума кӑмӑллаҫҫӗ.
Питӗрти тус Кӳкеҫ арҫыннине нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче укҫа хывма сӗннӗ. Ку килӗшнӗ. Спортӑн хӑш тӗсӗ пирки те, епле ӑмӑрту тесе те ыйтса тӑман. Укҫа куҫарсанах ҫӗнӗ тус ҫухалнӑ.
Виртуаллӑ тотализаторта улталаннӑ арҫын ҫӗнӗ тусне тупма пакунлисене ыйтнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ витӗр иртекен М-7 «Атӑл» федераци трасси ҫинчи ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫула юсани пирки «Волго-Вятскоупрдор» предприятин пресс-службинче кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӑтсӑр ҫав каҫӑ пӗлтӗр, чӑн та, илемленсе йӗркене кӗчӗ.
Тӗплӗн юсанӑ вӑхӑтра урайне тата стенана плитка сарчӗҫ, картлашкасене йӗркене кӗртнӗччӗ. Урапапа ҫӳрекенсем валли ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарчӗҫ.
Ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫӗнетнӗ каҫӑ илемленсе хӑтлӑланчӗ. Анчах... унтс ҫурхи шыв тулать. Ҫакӑн пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унта ҫавна ҫирӗплетекен видео вырнаҫтарнӑ. Ӑна пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫ енне ӳкернӗ иккен. Картлашка тӑрӑх шыв, чӑн та, шарлаттарса юхать.
Халь ҫывӑрма кӑна выртас тенӗччӗ — ман пата кӳршӗн ывӑлӗ, тӗрмере ларса тухнӑскер килсе кӗчӗ. Ман килхушшинче (хапхана питӗрместӗп-ха та) пирус туртса тӑрать. Унӑн амӑшӗ ҫине заявлени ҫырни пирки мана хӑратма пуҫларӗ. «Сан пӗтӗм ҫемйӳне тӗп тӑвӑп!» — тесе хӑмсарма пуҫласан, юрать-ха пӳрте кӗрсе тартӑм, алӑка ҫӑраҫҫипе питӗрсе илме ӗлкӗртӗм. Унччен маларах вӑл мана ҫак пирӗн урамри ҫурхи шывшӑнах вӑйлӑ хӗненӗччӗ, анчах эп вӑл вӑхӑтра ун ҫине заявлени ҫырмарӑм. Шеллерӗм (кайран ҫавах тӗрмене мансӑрах ӑсанчӗ-ха).
Ман пуҫра халь пӗр ыйту кӑна: халь ҫак кӳршӗрен ман хӑраса пурӑнмалла-и? Ялан хапхапа пӳрт алӑккине питӗрсе пурӑнмалла-и? Унпа эп вӑй виҫейместӗп — ун чухлӗ ман вӑй ҫук. Ку ҫемье вара хӗнеме ҫеҫ мар, пӳрт-ҫурта та ҫунтарса яма пултараканскерсем…
Ҫак лару-тӑрӑвӑн пӗтӗм айӑпӗ вара — Лапсар ял тӑрӑхӗн администраципе Шупашкар районӗн администрацийӗнче. Вӗсем ҫак ҫурхи шыв ыйтӑвне татса парас теменнипе ҫак хирӗҫӳ — ниме тӑман ҫурхи шыв ыйтӑвӗ — ҫын вӗлернипе те вӗҫленме пултарать.
ХК: Полицине чӗнсе илтӗм-ха, вӗсем эпӗ каласа панине ҫырса илчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |